Телей — Асап

 

4753Хуйхӑсӑра хуйхӑ кирлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4760Хурланнӑ чуна ан кӳрентер.Савӑнӑҫ — Хурлану
4761Хурланнине ҫын курмасть, савӑннине час курать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4762Хурланса ларакан кайӑкӑн ӗмӗрӗ кӗске.Савӑнӑҫ — Хурлану
4764Хурланса ларнипе хур кайӑк йӑвине тупма ҫук, тупсассӑн та чӗррӗн тытма ҫук, тытсассӑн та текне татма ҫук, татсассӑн та ашне ҫиме ҫук, ҫисессӗн те усса пырас ҫук теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4763Хурланса ларнипе хурӑн милӗк ҫыхаймӑн теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4765Хурлӑ ҫын та ялан хурланмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4766Хурлӑ ҫынпа — хурланӑҫ, савӑк ҫынпа — савӑнӑҫ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4767Хурлӑх вӑрӑм, ырлӑх кӗске.Савӑнӑҫ — Хурлану
4769Хурлӑх куракан хурчка пулнӑ, тухман ҫын тӑмана пулнӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4770Хурлӑх курмасӑр ырлӑх ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4771Хурлӑх курса пурнасси хурӑн ҫырли ҫиесси мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4768Хурлӑх кут хыҫӗнче, ырлӑх пуҫ тӳпинче.Савӑнӑҫ — Хурлану
4772Хурлӑх пӗтсен ырлӑх тет, хурлӑх хӑҫан пӗтӗ-ши?Савӑнӑҫ — Хурлану
4773Хурлӑх пуссан хурама та тайӑлать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4774Хурлӑх сунса ырлӑх тупаймӑн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4775Хурлӑх ҫӗр ҫынна авнӑ ҫӗре ырлӑх пӗр ҫынна ҫех ҫупӑрлать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4776Хурлӑх та вӗҫӗмсӗр мар, ырлӑх та ӗмӗрлӗх мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4777Хурлӑх тесе ҫакӑнса вилес ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4778Хурлӑх тинӗс пек: пӗр хӗрринчен тепӗр хӗрри курӑнмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4779Хурлӑх чулӗ пуҫа усать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4780Хурлӑх ыйтмасӑрах килет, ырлӑх ыйтсан та килмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4781Хурлӑха ҫын чӑтать, мӑнтӑра чӑтаймасть тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4782Хурлӑхантан хурлӑ йывӑҫ ҫук теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4783Хурлӑхлӑ кӗвӗ каланӑ чух купӑс та макӑрать тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4784Хурлӑхра Пӳлӗх кирлӗ, ырлӑхра кирлӗ мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4785Хурлӑхра та ырлӑх пур, ырлӑхра та хурлӑх пур.Савӑнӑҫ — Хурлану
4786Хурлӑхра усала та пуҫҫапӑн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4787Чӗн айӗнче хӗн теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4621Чи телейли ӗҫе юратакан.Телей — Асап
4856Чунтан хурланса йӗрсен суккӑр ҫыннӑн та куҫҫуль тухать.Йӗрӳ — Кулу
4788Шырлӑх — ырлӑх мар, хӑех тупӑнать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4789Шырлӑха никам та шырамасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4857Ылтӑн витӗр те куҫҫуль юхать.Йӗрӳ — Кулу
4622Ытти халӑха телей валеҫсе панӑ чухне чӑваш урине сырса юлнӑ тет.Телей — Асап
4790Эпӗ курнӑ нушана шӑши, шӑрчӑк куртӑр.Савӑнӑҫ — Хурлану
4791Япала пӗр хуйхӑсӑр пулмасть теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану